Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнӑ май Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Салапайкасси ялӗнче Лебедев вулавӗсем иртнӗ.
Салапайкассинче ҫуралнӑ Герман Лебедев 1932-мӗш ҫулта кӗвӗсем хывма пуҫлать. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ Лебедев Тукташ сӑввипе ҫырнӑ юрра Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе йышӑнать. Ҫак юрӑ пӗрремӗш хут 1945-мӗш ҫулта, Чӑваш автономийӗ 25 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ уявра янӑранӑ. Кӑҫал, Чӑваш автономийӗ 90 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта, ҫак юррӑн пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк.
Ялти кӳлӗ таврашӗнче Чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн художество-графика факультечӗн студенчӗсем культура паркӗ валли картинӑсемпе статуйӑсем хатӗрлес тӗлӗшпе лаборатори йӗркеленӗ.
Лебедев вулавӗсен уявне Хыркассинчи ачасен музыка шкулӗнче вӗренекенӗсем тата Анат Кӗнерти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ концерт программи илем кӳнӗ.
Ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн халӑх мӗн ӗлӗкрен Акатуй ирттернӗ. Ку уява, авалхи пек мар пулин те, халӗ те уявлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Акатуй Кӳкеҫре янрӗ — кунта район шайӗнчи уяв иртӗ.
Шупашкар районӗнчи Акатуй ытти ҫулсенчи пекех Хӗвеллӗ уҫланкӑра иртӗ, пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Уявра район ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр Николай Васильевич Фёдоров президент та килсе кайнӑччӗ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче тепӗр Акатуй иртӗ — ӑна Лапсар ял тӑрӑхӗ ирттерӗ. Ку уяв ял тӑрӑхӗн ҫыннисене Ҫӗньял ҫывӑхӗнче савӑнтарӗ.
Ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче тепӗр савӑнӑҫлӑ уяв пулӗ — Ишек ярмӑркки. Вӑл ӗнтӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех Ишек пасар вырӑнӗнче иртӗ.
Уявсене килсе кайма ан манӑр — пӗтӗм кил-йышпа хутшӑнӑр!
Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне республикӑра йӗркеленӗ «Юратнӑ тетте» акцие хутшӑнса, ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи хӗрарӑмсен совечӗ Кӳкеҫри ятарлӑ коррекциллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул-интернатра вӗренекенсем валли пысӑк парне хатӗрлерӗ — кӗҫӗн класран вӗренсе тухакан 12 ачана кашнине хӑй кӑмӑлланӑ теттесем, волейбол тата футбол мечӗкӗсем пачӗ. Теттесене пухма пилӗк организаци пысӑк пулӑшу панӑ: Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗ, «Геона» ТМЯО, Шупашкар район больници, Ҫӗнъял-Покровски ял тӑрӑхӗ (Пархикассипе Кивпулӑх ял ҫыннисем), Ишлейри Шупашкар электромеханика завочӗ.
Уява пухӑннӑ ҫынсене шкул-интернатра вӗренекенсем концерт лартса пачӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Шупашкар—Сӑр» ҫулӑн Ишлейпе Курак Чурачӑк пайӗнче вырнаҫнӑ кӗпере тӗрӗслеме ятарласа тунӑ комисси пайташӗсем тата республикӑран чӗннӗ специалистсем нумай пулмасть ун патне ҫитсе кӗпере тимлӗн пӑхса тухнӑ.
Мӑттикассипе Курак Чурачӑк ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ кӗпере юсамалли куҫа курӑнать пулин те хӑрушла авӑнчӑк курман. Комисси кӗпере тӗпрен тӗрӗслеме , ҫав шутрах шыв ҫулне ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра ирттерме шут тытнине кура кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне машинсен хӑвартлӑхне тата йывӑрӑшне чакарма сӗннӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтӗлемелли куна паллӑ тӑвать. Вӑл куна уявлама хатӗрленсе Шупашкар районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ «Юратнӑ тетте» акци ирттерет.
Акцире пухӑннӑ теттсем Кукеҫри шкул-интернатри ачасем валли пулӗҫ.
Теттесене эсир те килсе пама пултаратӑр, вӗсене Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗн Управленинче кашни кун 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Адрес: Кукеҫ поселокӗ, Совет урамӗ, 9-мӗш ҫурт.
Чанкасси ялӗнче пурӑнакан Владимир Иванович Степанов килӗнче «Ҫемье тата йӑх династийӗн музейне» уҫнӑ.
Ятарлӑ темиҫе стенд ҫинче — Карповсен ҫемйисем—– аслашшӗ-асламӑшӗсемпе ашшӗ-амӑшӗсем тата ачисем. 1930-60-мӗш ҫулсенчи сӑнӳкерчӗксем уйрӑмах хаклӑ реликви. Акӑ, йӑх аслашшӗ — Карп, унӑн ывӑлӗ Степан. Степанӑн арӑмӗ Анастасия. Унпа йӗкӗреш Зиновия. Авалхи сӑнӳкерчӗксенче чӑвашлӑх туллин те сӑнарлӑн палӑрать: ҫи-пуҫра, сӑн-питре, самана витӗмне туйма май паракан вак-тӗвек детальсенче, пейзажра. Нацилӗхӗн тури енчи чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне те уҫҫӑнах туйса илетӗн ҫав сӑн-сӑпатсенче. Чӑвашла айванлӑх та, йӑвашлӑх та курӑнмасть, витӗр хӑюллӑ куҫсем, маттур ӑслӑ ҫынсем тинкереҫҫӗ пирӗн ҫине, тапса тӑракан вӑй-хал туйӑнать вӗсен кӗрнеклӗ ӳт-пӗвӗсенче.
Чи курӑнмалли вырӑнта — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ Карповсем, Степановсем, Григорьевсем. Тепӗр стенчӗ ҫинче — вӑрҫӑра пуҫ хунисем. Саккӑрӑн вӑрҫа тухса кайнӑ та ҫиччӗшӗ каялла таврӑнайман (Николай, Порфирий, Иван, Александр, Алексей, Николай, Евпроксий, сывӑ юлни те — Василий ҫеҫ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — ялхуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкӑн Тутаркасси пултарулӑх ҫуртӗнче ял ҫыннисемпе тӗл пулчӗ.
Министр республикӑн бюджет политикипе паллаштарчӗ, паянхи кун экономикӑра ырӑ улшӑнусем пуррине палӑртрӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, агропромышленность комплексне аталантарма палӑртнӑ утӑмсем пирки каларӗ.
Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев сӑмах илчӗ:
— Кӑҫал кӗркунне акса хӑварнӑ 5000 гектар тырӑ пӗтрӗ, вӗсене йӑлтах ҫӗнӗрен акмалла. Тӑкак сахал мар пулчӗ. Пӗр ҫуллӑх тата нумай ҫуллӑх курӑксем, кукуруза акатпӑр.
Унтан район пуҫлӑхӗ демографи ыйтӑвӗ лайӑхланса пынине, ҫавна май ача сачӗсем ытларах кирлине палӑртрӗ. Кӳкеҫре 300 ача черетре тӑрать, хӑш-пӗр ялсенче вара вырӑнсем пушӑ, унта ҫӗнӗ ушкӑнсем уҫма палӑртаҫҫӗ. «Ҫӗнӗрен 1 ача сачӗ тума 2 миллиона яхӑн укҫа кирлӗ, хатӗр учрежденире 1 ушкӑн уҫма — 600 пине яхӑн, — терӗ Анатолий Панетелеймонович.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче пурӑнакан Ирина Фадеевна Фадеева 100 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламлама районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Константинов ертсе пыракан сумлӑ делегаци пычӗ. Вӗсем юбиляра «Аслӑ ҫӗнтерӳ — 65 ҫул» медаль, хаклӑ парнесем, чечек парса саламларӗҫ. Районти ЗАГС сотрудникӗ Светлана Николаева Ирина Фадеевнӑна районӑн Ҫемье хисепӗн кӗнеки ҫине алӑ пустарчӗҫ. «Ку кӗнекене 2000-мӗш ҫултанпа йӗркеленӗ, — терӗ Светлана Валерьевна, — Унта ҫемье ыйтӑвӗпе пулакан чи сумлӑ ӗҫсене ҫырса пыратпӑр. 100 ҫула ҫитнӗ иккӗмӗш хӗрарӑм ку кӗнеке ҫине алӑ пусрӗ, район историне кӗрсе юлчӗ».
Вӑрман-Ҫӗктер ял администраци представителӗсем те И.Фадеевӑна чысларӗҫ, парнесем парса саламларӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑх вӑхӑтра 36 га яхӑн пысӑкланмалла. Асӑннӑ лаптӑкра Вӑрманкасси ял чиккине кӗртесси ҫинчен республикӑн Градостроительствӑпа обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министерстви постановлени проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна сӳтсе явас текенсем хӑйсен шухӑшне construc20@cap.ru электронлӑ адреспа пӗлтерме чӗнеҫҫӗ. Сӗнӳсене ҫӑвӑн 17-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.
Вӑрманкасси ялӗ хӗвеланӑҫ-кӑнтӑр еннелле сарӑлӗ. Ял чиккине кӗртме палӑртнӑ лаптӑк ҫурҫӗр енчен «Утес» профилакторипе чикӗленет, хӗвеланӑҫ енчен — «Волжские зори» курортпа. Асӑннӑ территорире 100 пӳрт хӑпартса лартма палӑртнӑ, кашнин 12-25-шер сотка ҫӗр лаптӑкӗ пулӗ.
Акан 30-мӗшӗнче Шупашкар район администрацин пуҫлӑхӗ А.П.Князев тӗрлӗ ҫулсенче районти организацисемпе учрежденисене ертсе пынӑ ветерансемпе тӗл пулчӗ. Анатолий Пантелеймонович вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа хӗрӳллӗн саламларӗ, унтан кӗскен районӑн социаллӑ-экономика пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ.
Район ертӳҫипе тӗлпулӑва пухӑннӑ тыл ветеранӗсем Кӳкеҫре Державная богородица иконӗ ячӗпе туса лартнӑ ҫӗнӗ храма ҫитсе курчӗҫ, унтан ҫӗнӗ ЗАГСпа тата районти тӗп вулавӑш ҫурчӗпе паллашрӗҫ.
Районти ҫак ҫӗнӗ объектсем пур енчен те паянхи пурнӑҫ ыйтнӑ шайра — хӑтлӑ, илемлӗ, ӗлккен. Кунта килекенсен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерекен учрежденисем пулнине палӑртрӗҫ ветерансем, ҫакӑншӑн хӑйсем савӑннине палӑртрӗҫ.
Районта тата тепӗр паллӑ культура учрежденине те — Иакинф Бичурин ячӗллӗ музее те кӗрсе курчӗҫ ветерансем, паллӑ востоковед-ученӑй палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хурса сӑн ӳкерттерчӗҫ. Район музейӗн экскурсовочӗ вӗсене Ҫар мухтавӗн залӗпе паллаштарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |